Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Нумайне чӑтнине сахалне чӑт.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: куҫ курманнисем

Хулара Ятарлӑ плитка
Ятарлӑ плитка

Сусӑрсем валли, ҫав шутра куҫ курманнисем те, тӗрлӗ услови туса пама тӑрӑшаҫҫӗ. Хӑш-пӗр ҫӗрте светофор ҫул урлӑ каҫма юранӑ чухне пиклетет. Шупашкарта куҫ курманнисем валли ятарлӑ тактильлӗ плитка хума тытӑннӑ.

Чи малтанах ӑна куҫ япӑх куракансем ытларах ҫӳрекен вырӑнсенче — социаллӑ объектсен ҫывӑхӗнче — хурӗҫ. Юпа уйӑхӗнче «СтройДорКомплекс» тулли мар яваплӑ общество хулари ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ тата кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ районӗсенче ҫул урлӑ каҫмалли вырӑнсем патне плитка хума пуҫланӑ.

Кунсӑр пуҫне ку ӗҫ Кӑкшӑм, Сапожников, Ашмарин урамӗсенче пырать. Ҫак вӑхӑтра И.Я.Яковлев проспектӗнче ятарлӑ плиткӑсене хураҫҫӗ.

Тактильлӗ плитка Шупашкаршӑн ҫӗнӗлӗх. ЖКХ тата тавралӑха хӑтлӑх кӗртекен управленийӗнчен пӗлтернӗ тӑрӑх, 2014 ҫулта кунашкал ӗҫе тумашкӑн 27,5 миллион тенкӗ уйӑрнӑ.

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне карьерӑра ӳсмелли майсем туса парӗ, анчах ниме пӑхмасӑр йӑлт пӗлме тӑрашни, хӑвӑрӑн позицие ҫине тӑрса ӗнентерни ҫӗнӗ шухӑшсене пурнӑҫа кӗртме чӑрмантарӗ. Тӑрук вӑй пӗтни тупӑша тума чӑрмантарӗ.

Чӳк, 20

1932
94
Карягин Сергей Афанасьевич, чӑваш журналисчӗ ҫуралнӑ.
1967
59
Куславкка хула пулса тӑнӑ.
2001
25
Петров Николай Петрович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ агрономӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа арӑмӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
кил-йышри арҫын
хуҫа тарҫи
хуть те кам тухсан та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа хӑй